2016 ҫулта Бразилири Рио-де-Женейро хулинче ҫуллахи Олимпиада иртӗ. Унта Чӑваш Ени 38 спортсмен — ҫӑмӑл атлетсем, йывӑр атлетсем, ирӗклӗ кӗрешӳҫӗсем, спорт гимнасчӗсем, велосипедистсем — кайма пултарӗҫ.
Республикӑра спортсменсене ҫитес Олимп тата Паралимп вӑййисене хатӗрлес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. ЧР спорт министрӗ Сергей Мельников пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе унта хутшӑнма пултаракан спортсменсен списокне Чӑваш Енри 38 ҫын кӗнӗ. Ӑна РФ Спорт министерстви 2013 ҫулхи кӑтартусемпе килӗшӳллӗн ҫирӗплетнӗ.
Лондонра иртнӗ Олипиадӑра пирӗн атлетсем икӗ тӗсре — ҫӑмӑл атлетикӑра тата маунтинбайкра — ҫеҫ тупӑшнӑ-тӑк ҫитессинче спортӑн 5 тӗсне хутшӑнма пултарӗҫ.
Ларура Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ 15 спортсмен 2015 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа 30 пин тенкӗ стипенди илме тытӑнӗҫ. Резерври 10 спортсмен вара 15 пин тенкӗ илсе тӑрӗ. Паралип вӑййисене хутшӑнма пултаракансене те стипенди парӗҫ.
Мускав ҫывӑхӗнчи Ерино поселокра 10 пин метра чупассипе ҫӗршыв чемпионачӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен спортсменкисем ылтӑн тата пӑхӑр медале илнӗ. Вӗсем — Лондонри Олимпиадӑна хутшӑннӑ Елена Наговицынапа Альбина Майорова.
Дистанцин малтанхи ҫуррине хӗрарӑмсем пысӑк ушкӑнпа пӗрпек хӑвӑртлӑхпа чупнӑ иккен. Анчах кайран мала Гульшат Фазлитдинова мала тухнӑ хыҫҫӑн ун хыҫҫӑн Елена Нагоицына, Валентина Галимова тата Алена Кудашкина талпӑннӑ. Икӗ ҫухрӑм ҫапла пынӑ хыҫҫӑн Галимова мала тухнӑ, Фазлитдинова юлма тытӑннӑ. Медаль хуҫисем паллӑ пулнӑн самантра Алена Кудашкина юлма пуҫланӑ та юлашки ҫаврӑмра Альбина Майорова унтан иртнӗ. Ҫапла вара Наговицына пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, Майорова — виҫҫӗмӗш.
Арҫынсенчен Евгений Рыбаков ҫӗршыв чемпионӗ пулса тӑнӑ, Анатолий Рыбаков — кӗмӗл-ҫӗнтерӳҫӗ, Дмитрий Сафронов — виҫҫӗмӗш. Вӗсем виҫҫӗшӗ те хӑйсен унчченхи рекорчӗсене ҫӗнетнӗ. Раҫҫейре ун пек хӑвӑрт 2008 ҫултанпа чупман иккен.
Алексей Яргунькин паян Шупашкарта иртекен Раҫҫей чемионатӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Александр 50 ҫухрӑм чупса хӑйӗн рекордне ҫӗнетнӗ: 3 сехет те 42 минут та 25 ҫеккунт.
Раҫҫейӗн хӑвӑрт утас енӗпе пӗрлештернӗ командин тӗп тренерӗ Алексей Мельников каланӑ тӑрӑх, Александр Яргунькина Европа чемпионатне хутшӑнмашкӑн наци командин тренер канашне сӗнӗҫ.
Яргунькин Мексика спортсменӗпе Навойпа ӑмӑртса пысӑк кӑтартупа палӑрнӑ. Хальлӗхе Александр кӑтарту енӗпе тӗнчери топ-листра — тӑваттӑмӗш. Ҫавӑнпах ӑна Европа чемпионатне хутшӑнтарма сӗнӗҫ.
Чӑваш Енре аслӑ ӳсӗмрисен хушшинче «Спортлӑ вӑрӑм ӗмӗр» республика спартакиади иккӗмӗш хут иртнӗ. Йӗркелӳҫисем — ЧР Транспорт министерстви тата «Урожай» вӑй-хал культурипе спорт обществи. Хальхинче спортсменсене Йӗпреҫ районӗ йышӑннӑ.
Ӑмӑртӑва республикӑри район-хуласенчи 26 команда — пӗтӗмпе 234 ҫын — хутшӑннӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫынсем ишессинче, ҫӑмӑл атлетикӑра, сӗтелҫи теннисӗнче, перессинче, шахматра, эстафетӑра тупӑшнӑ.
Спартакиада ҫӑмӑл атлетика турнирӗпе уҫӑлнӑ. Арҫынсемпе хӗрарӑмсем 400 тата 200 метра чупассинче тупӑшнӑ. Кунта Комсомольски районӗнчи Галинӑпа Анатолий Давыдовсене ҫитекенни пулман. Ҫапах ҫак район команди ҫак тӗсре 3-мӗш вырӑн ҫеҫ йышӑннӑ. Елчӗк тата Хӗрлӗ Чутай районӗсем 1-мӗшпе 2-мӗш вырӑнсене пайланӑ.
Кун хыҫҫӑн спортсменсем вӑй-хал культурипе спорт комплексне кӗнӗ. 50 метра ишессинче Йӗпреҫ районӗнчи Владимир Васильев йышӑннӑ. Хӗрарӑмсен йышӗнче Шупашкарти Фрида Кузнецова ҫӗнтернӗ. Шупашкар районӗнчи Людмила Федорова тата Шупашкарти Сергей Юрьев сӗтелҫи теннисӗнче ҫӗнтернӗ.
Спорт сывлӑха ҫирӗплетет. Ҫамрӑксенчен чылайӑшӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнать кӑна мар, ӑмӑртусене хутшӑнса пысӑк ҫитӗнӳсем те тӑвать.
Акӑ нумаях пулмасть «Олимпийски» стадионта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Чӑваш Ен Кубокӗ пулнӑ. Кубока ҫӗнсе илессишӗн 150 ытла спортсмен вӑй виҫнӗ.
Шупашкар районӗ хӑйӗн маттур ывӑлӗпе мухтанма пултарать! 1997–1998 ҫулсенче ҫуралнӑ арҫын ачасен йышӗнче 400 метра чупассинче Кӳкеҫри 1-мӗш шкулта вӗренекен, Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен В.Егорова ячӗллӗ 1-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Никита Удалов 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Никита РФ тата ЧР тава тивӗҫлӗ тренерӗ В.И.Васильев, И.Ю.Свинцов патӗнче ӑсталӑхне туптать.
Нумаях пулмасть Саранск хулинче Раҫҫей ҫамрӑкӗсен спорт гимнастики енӗпе округри III ҫуллахи спартакиади иртнӗ. Унта Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Мӑкшӑ тата Удмурт республикисенчи, Мари Элти, Самар, Чулхула, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи тата Чӑваш Енри спортсменсем хутшӑннӑ.
Пирӗннисем унта ушкӑнпа иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Ҫапла вара йыш Раҫҫей шайӗпе иртекен асӑннӑ ӑмӑртӑва хутшӑнма тивӗҫнӗ.
Чӑваш хӗрӗсен хушшичне Улатӑр пики Ирина Яшина та пулнӑ. Кун пирки вырӑнти хула администрацийӗ мӑнаҫланса пӗлтерет. Уйрӑм тупӑшура Ирина тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Уйрӑм номинацисенче хӗр кӗмӗл тата пӑхӑр медальсене тивӗҫнӗ.
Пирӗн ентешӗмӗр Полина Федорова Раҫҫей чемпионатӗнчен ылтӑн медальпе таврӑннӑ. Гимнастка Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен гимнастика енӗпе спорт шкулӗнче вӗренет.
Пензӑра иртнӗ ӑмӑртура Полина Федорова ирӗклӗ хӑнӑхтарусенче вӑй виҫсе пьедесталӑн пӗрремӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Полина Мускаври Алла Сосницкаяран кӑшт ҫеҫ нумайрах балл пухнӑ. Пӑхӑр медале Чулхула облаҫӗнчи Кристина Горюнова тивӗҫнӗ.
Пензӑри ӑмӑртӑва Чӑваш Енри тепӗр спортсменка та хутшӑннӑ. Мария Павлова юниорсен тупӑшӑвӗнче вӑй виҫнӗ. Вӑл федерацин Атӑлҫи округӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ. Команда ӑмӑртура пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.
Ҫак кунсенче Европӑри ҫӑмӑл атлетика ассоциацийӗ 2015 ҫулта республика тӗп хулинче иртекен ҫӑмӑл атлетикӑпа Европа ушкӑнсен чемпионатӑн офицаллӑ логотипне ҫирӗплетнӗ.
Пулас спорт форумӗн логотип проектне иртнӗ эрнере Швеци Лозанненче сӳтсе явнӑ. Унта республикӑри спорт министрӗ Сергей Мельников тата Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн аслӑ секретарӗ Михаил Бутов хутшӑннӑ пулнӑ. Семинарта ҫитес ӑмӑртӑва йӗркелессипе тунӑ ӗҫсем ҫинчен тулли отчет йӗркеленӗ. Уйрӑмах спорт инфраструктури ҫине, аккредитаци, вырнаҫтару, ӑмӑртӑва хутшӑнакансене тата хӑнасене транспортпа тата медицинӑпа тивӗҫтерес ыйтусем ҫине пусӑм тунӑ. Семинара Европӑри ҫӑмӑл атлетика ассоциацийӗн тӗп ертӳҫи Кристиан Милз ертсе пынӑ.
Пӗлме: асӑннӑ ӑмӑрту Европа шайӗнче пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Унта Суперлигӑн 12 вӑйлӑ спортсмен ушкӑнӗ хутшӑнӗ.
Паянхи кунтан ӑмӑртӑва йӗркелекенсем ҫирӗплетнӗ логотипа ӑмӑртун офицаллӑ символӗ тесе усӑ курма пултараҫҫӗ.
Пенза хулинче иртекен Раҫҫейри вӗренекенсен VI ҫуллахи спартакиади ҫинчен эпир маларах хыпарланӑччӗ. Спартакиадӑн юлашки тапхӑрӗнче вара пирӗн ҫӑмӑл атлетика спортсменӗсем пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ.
Марина Сизова (тренерӗ — С.В. Смирнова) 100 метр тӑршӗ чупура — 11.98 секунд кӑтартупа ылтӑн медаль ҫӗнсе илнисӗр пуҫне, хӑйӗн ӑмӑртури кӑтартупа республикӑра ҫӗнӗ рекорд лартнӑ.
Пысӑк кӑтартусене 200 метр тӑршшӗ чупура Кристина Перова (тренерӗ — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ А.Т. Егорова) та тунӑ. Вӑл дистанцийӗ 24.80 секунд кӑтартупа вӗҫлесе виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. 1 500 метр дистанцире япӑх мар кӑтартусене Алевтина Арбузова (тренерӗ — И.И. Углев) тунӑ, ун кӑтартӑвӗ — 4:31.89 — кӗмӗл медаль ҫӗнсе илме май панӑ. Тата тепӗр пирӗн ентеш Клавдия Афанасьева (тренерӗсем — Н.А. Захаровпа Г.И. Архипова) «кӗмӗле» тивӗҫнӗ.
Ентешсен спортри ҫитӗнӗвесене сӑнаса пынӑ майӑн чун чӑнах та хӗпертет. Пирӗн спортсменкӑсене малашлӑхра та ҫӗнтерӳ картлашкинче яланах тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнса тӑма сунас килет.
Паян, утӑн 12-мӗшӗнче, Хусанта иртекен Универсиадӑра пирӗн ентеш — Алина Прокопьева — чӗретле кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗнче (21 ҫх 97,5 м дистанцире) пирӗн спортсменка ҫӗнтерӳҫӗрен — Маи Цуде япун спортменкинчен — 6 ҫеккунт ҫеҫ кая юлнӑ: вӑл ҫула 1 сехет те 13 минут та 12 ҫеккунтра вӗҫленӗ. Пӑхӑр медале те япун хӗре — Юкико Окуно — тивӗҫнӗ.
Аса илтеретпӗр, асӑннӑ виҫӗ атлет иртнӗ кунсенче те ҫӗнтерӳҫӗсен картлашки ҫине хӑпарнӑ. Утӑн 7-мӗшӗнче, ҫӑмӑл атлетика турнирӗн пӗрремӗш кунӗнче, 10 пин метр чупура паянхи ӑмӑртун пӗтӗмлетӗнчи пекех япун спортсменкисем — Юкико Окуно тата Маи Цуде — ҫӗнтернӗ. Алина Прокопьева та ун чухне кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗччӗ.
Раҫҫей пӗрлешӳллӗ команди вара ку ӑмӑртура иккӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |